Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ чӑваш чӗлхин уйлӑхне ҫулсерен ирттерекенччӗ. Кӑҫалхи уйлӑха ирттересшӗн. Чӑваш чӗлхине вӗренес тата вӗрентес кӑмӑллисене утӑ уйӑхӗн 4-10-мӗшӗсенче пухасшӑн. Кун пирки ушкӑн «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче пӗлтернӗ. Унччен вара ыйтӑм (ӑна икӗ чӗлхепе: чӑвашла тата вырӑсла) йӗркеленӗ.
«Хавал уйлӑх пулсан эпӗ...» ыйтӑва ҫапларах хуравлама май пур: «Килме хатӗр», «Килес кӑмӑллӑ, анчах тӗрлӗ сӑлтавран килет», «Килес кӑмӑллӑ, анчах мана вӑхӑчӗ юрӑхлӑ мар»,«Килме шутламастӑп», «Пӗлместӗп~~».
Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ пуш уйӑхне 754 пин те 507 мӑшӑрпа вӗҫлерӗ. Ҫапла май иртнӗ уйӑхра «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи» 37 пин те 036 ҫӗнӗ мӑшӑрпа пуянланчӗ. Нарӑс уйӑхрипе танлаштарсан ытларах турӑмӑр ӗнтӗ, анчах та иртнӗ ҫулхине пӑхсан — сахалтарах. Пӗлтӗр эпир пуш уйӑхӗнче 45 пин те 595 ҫӗнӗ мӑшӑр хатӗрленӗччӗ. Ку вара чи хастар ӗҫленӗ вӑхӑт, ку рекорда халӗ те эпир ҫӗнетеймен.
Ҫавах та иртнӗ уйӑхра эпир пысӑк ҫитӗнӳ турӑмӑр теме пулать — 1 миллион мӑшӑр пухас ӗҫӗн 3/4 пайне турӑмӑр, 750 пин урлӑ иртрӗмӗр.
Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗнче хамӑр умра лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫларӑмӑр темелле. Валентин Катаевӑн повеҫне те, Ада Чумаченкон «Уйӑх ҫынни» хайлавне те, Михаил Водопьяновӑн «Валерий Чкалов» биографиллӗ повеҫне те мӑшӑрласа пӗтертӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра Этель Войничӑн «Пӑван» романне мӑшӑрлатпӑр, Михаил Водопьяновӑн «Поляр летчикӗ» калавсен пуххипе ӗҫлетпӗр.
Пирӗн корпусӑн иртнӗ уйӑхри ытти кӑтартусен ӳсӗмӗсем ҫакнашкал:
- тектсен йышӗ 2 178 (+118 /эпир иртнӗ уйӑхра хыпарсем пит нумай кӗртрӗмӗр/);
- пуплевӗшсен йышӗ 816 703 (+35 384);
- сӑмахсен йышӗ 8 360 596 (+320 012).
ПУШ | 26 |
Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ патне ҫырупа тухнӑ (пирӗн редакцире пур) — вӑл ӗнер Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ уявра чӑваш чӗлхи янраманнишӗн пӑшӑрханса ҫырнӑ.
«Мана тата театра пухӑннӑ ытти нумай сумлӑ ҫына ӗнерхи «уявра» МӖН тӗлӗнтерчӗ те чунран тарӑхтарчӗ-ха?.. «Уявӑн» пӗрремӗш, официаллӑ, пайӗнче Чӑваш Сӑмахӗ пачах та янӑраманни тата сценӑна илемлетнӗ чух Чӑваш Чӗлхипе пачах та усӑ курманни!» — ҫырнӑ хӑйӗн ҫырӑвӗнче Валери Туркай. Чӑваш Енӗн культура министрӗ те, финанс министрӗ те, Патшалӑх Канашӗнче килнӗ Рафинов та хӑйсен сӑмахӗсене каланӑ чухне чӑвашла пӗр сӑмах та каламанни пирки пӑшӑрханать ҫыру авторӗ.
Валери Туркай шучӗпе чӑваш чӗлхине хисеп туманни Светлана Каликовӑпа ҫыхӑнӑ. «Ман шутпа, С.А. Каликова хӑйӗн пуканӗ ҫинче лармасть», — пӗтӗмлетнӗ Валери Туркай хӑйӗн ҫырӑвне.
Тӗнче тетелӗнчи «ТикТок» халӑх ушкӑнӗнчи паллӑ ташӑҫӑ Азамат Айталиев чӑваш юррипе ташланӑ. Видеона вӑл «ТикТокра» вырнаҫтарнӑ.
Каччӑ Мускаври Хӗрлӗ тӳремре ташланӑ. Ун валли вӑл «Чӑт-чӑт, тӑван, чӑт, тӑван, Эпир тухса кайиччен. Юр юрласа савничччен те тӑранмалӑх ташличчен», — сӑмахсемлӗ юрра суйласа илнӗ.
Азамат Айталиев хореограф Инстаграмра хӑйӗнпе кӗскен ҫапла паллаштарнӑ: «Пурнӑҫа юрататӑп. Сцена ҫинче тӑма тата ӳнерпе пурӑнма. «Ачалӑх ҫӗршывӗ» пулӑшу тата аталану центрӗн тӗп директорӗ. Хореограф». Асӑннӑ центра, сӑмах май, 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Аҫтӑрхан хулинче регистрациленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулин Ю.А. Гагарин ячӗллӗ вулавӑшӗнче Светлана Асаматӑн «Хӗрарӑм чӗри» кӗнекинчи куҫару сӑввисем тӑрӑх «Асамат вулавӗсем – 2021» пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Ӑна Ҫӗнӗ Шупашкар хулин вӗренӳ центрӗпе чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен методпӗрлешӗвӗ тата вулавӑш йӗркеленӗ.
Сӑвва илемлӗ калакансен ӑмӑртӑвӗн тӗп тӗллевӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ паллӑ ҫыравҫӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн пултарулӑхӗпе туллин паллашса ӑна халӑхра анлӑрах сарасси, Европӑпа Вӑтаҫӗр Ази, Атӑлҫипе Кавказ, Балтикӑпа Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи 39 халӑхӑн пултаруллӑ 83 хӗрарӑмӑн чӑвашла куҫарнӑ сӑввисене илемлӗ каласси, тӑван чӗлхене хисеплеме, юратма вӗрентесси пулнӑ.
Пултарулӑх конкурсне хутшӑнакансене Светлана Асамат, Константин Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗн артисчӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн доценчӗ Иван Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ
Геронтий Никифоров тата Ҫӗнӗ Шупашкар радиовӗн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Лаврентьева саламланӑ.
Чӑваш литературинче ХХ ӗмӗр вӗҫӗпе ХХI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван
Яковлев, Эмине, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗн, сӑвӑҫӑн, прозаикӑн, юрӑҫӑн Светлана Асаматӑн кун-ҫулӗпе тата пултарулӑхӗпе презентаци мелӗпе паллаштарнӑ.
Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ҫӗршыв тетпӗр эпир хамӑр ҫуралса ӳснӗ кӗтесе, тавралӑха, ҫаран-улӑха, ката-вӑрмана, ҫӗре-шыва юратса. Анчах ку вӑл хальтерех пулнӑ сӑмах, хӑйне евӗрлӗ ӑнлантару. Авал чӑвашсем ку пӗлтерӗше эл (эль) сӑмахпа ӑнлантарнӑ. Эл — ҫӗр-шыв, тӑван кӗтес, ҫуралнӑ тавралӑх. Чӑваш ҫӗршывӗ — чӑваш элӗ. Пирӗн аслаттейсем, авалхи пӑлхарсем, патшине элтепер (элтапӑр) тенӗ, ку ӗнтӗ эл (ҫӗр-шыв) тытса тӑракан тенине пӗлтернӗ пуль. Ӗлӗк чухне эл темиҫе пая пайланнӑ, пайӗсене ил (иль) тенӗ. Ил — область, вулӑс, тӑрӑх, удел. Илхан — удел ханӗ е йӑх ханӗ. Ханпа пӗр варти ҫын — кавхан е кӑвхан. Ку сӑмах хальхи пӑлхар чӗлхинче ҫак пӗлтерӗшпех упранса юлнӑ, ӑна кӑвапа сӑмахпа ҫыхӑнтараҫҫӗ, пӗр кӑвапаран тени ӗнтӗ апла вӑл. Чӑвашра илхан сӑмах каярахпа ят пулса юлнӑ. Эл, ил — чылай тӳрк чӗлхисенче халӗ те хӑйсен пӗлтерӗшӗпех пурӑнаҫҫӗ.
Хаклӑ та Аслӑ Ӗҫтешӗмӗре — Г.Е. Корнилов профессора ҫуралнӑ кунпа саламласа каланӑ темиҫе сӑмах!
Пурнӑҫ тӳпинчен ҫӗкленӳллӗн пӑхса ҫак илемлӗ те арпашуллӑ, ҫав хушӑрах интеллигентсемшӗн самай пӗлӗтленнӗ те пӑрланнӑ тӗнчен кисревне, чи малтанах унӑн пирченсе пӑтранакан саманчӗсене сирсе яма кашни ҫеккунтра пултарни — Эсир ҫав тери талантлӑ чӗлхеҫӗ (чи малтан!), ӑсчахҫӑ, пӗлӳҫӗ, вӗрентӳҫӗ, кӗнекеҫӗ, энциклопедист! тата малалла хушса каласан - кӗрекеҫӗ, пулӑҫӑ, ҫӑкӑр касаканҫӑ таранах пулнине Чӑваш Енре те, Тутарстанпа Пушкӑртстанра та, Раҫҫейре те, Узбекистанра та, Болгарипе Венгрире те, Финляндипе Польшӑра та, пӗр сӑмахпа каласан, тӗнчипех пӗлеҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ тӑван ҫӗр-шывӑмӑрта тата унӑн тулашӗнче пичетленекен тӗрлӗ йышши кӗнекесенче, энциклопедисенче Сирӗн ӗҫӗрсемпе Улӑп пек ятӑр пурри эпир вӑйлӑ чӑвашсем пулнине кӑтартакан тепӗр илӗртӳллӗ те хӑватлӑ тӳпе — ГеннКорнилов тӳпи пуррине яр-уҫҫӑн ҫирӗплетет, тен, тепӗртакран ҫавӑн ятлӑ ятарлӑ планета тӗнче уҫлӑхӗнче тупӑннине илтсессӗн, пӗртте тӗлӗнмен те пулӑттӑмӑр, мӗншӗн тесен эсир хӑюллӑн та тараватлӑн утса пыракан кун-ҫул таппипе юртти ҫывӑх тӑванӑрсене, пӗлӗш-хурӑнташӑрсене, ӗҫтешӗрсене нихҫан сӳнми телей, хавхалану, пархатар куллен кӳреҫҫӗ!
Казахстанри Нур-Султанра пурӑнакан Ержан Батешов нумай пулмасть Олег Николаев патне ҫыру янӑ — вӑл Чӑваш Республикинчи влаҫ органӗсен сайчӗсене икӗ патшалӑх чӗлхипе — чӑвашла тата вырӑсла — хатӗрлесе пыма чӗнсе каланӑ. «Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн официаллӑ сайтне икӗ патшалӑх чӗлхипе те туманни питӗ ӑнланмалла мар пулӑм», — тесе пӗлтернӗ Ержан Батешов. Хӑйӗн ҫырӑвӗнче вӑл Пушкӑртстанпа Тутарстанран тӗслӗх илме сӗннӗ — вӗсен официаллӑ влаҫ органӗсен сайчӗсем икӗ чӗлхеллӗ, вырӑслисӗр пуҫне вырӑнти халӑхӑн патшалӑх чӗлхипе те тулса пыраҫҫӗ.
Чӑваш Республики Пуҫлӑхӗн Администрацийӗ хуравланӑ тӑрӑх Влаҫ органӗсен сайчӗн чӑвашла версийӗ пур (gov.cap.ru/chuv адреспа вырнаҫнӑскер пирки сӑмах пырать), вӑл имӗш, 2011 ҫултанпа ӗҫлет. Ытти сайтсемпе усӑ курас тесен вара Яндекс.Куҫаруҫӑ урлӑ хатӗрленӗ хӑй тӗллӗн куҫарнӑ вариантпа усӑ курма сӗннӗ.
Ержан Батешов ҫавӑн пекех Сарӑту облаҫӗнче те казах чӗлхине тӗрев пама (унта казахсем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсем пур) сӗннӗ, анчах унти тӳре-шара та казах чӗлхине пулӑшма килӗшмен.
Чӑваш ҫырулӑхне йӗркеленӗренпе 150 ҫитнине халалласа Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗнче «Эпӗ чӑваш ачи» заняти пуҫарнӑ. Ӑна вулавӑш Чӑваш Енри ашшӗ-амӑшӗпе учительсен «Аталану» ассоциацийӗпе пӗр шухӑшлӑ пулса чӑваш чӗлхине, наци культурине тата историне тарӑнрах вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Тӑван чӗлхене, культура эткерлӗхне, иртнине упраса хӑварсан халӑх малашлӑхӗ пулӗ. «Ачасене тӑван йӑла-йӗркене, чӗлхене юратма вӗрентсе ӳстерсен халӑх ӗмӗр пурӑнӗ», – тесе шухӑшлаҫҫӗ пултарулӑх пӗрлешӗвне йӗркеленӗ хастарсем.
Кружока шкул ҫулне ҫитменнисене тата кӗҫӗн классенче вӗренекенсене йыхравлаҫҫӗ. Заняти шӑманткунсерен, 10 сехетрен пуҫласа 11 сехет те 30 минутчен, пырӗ. Ӑна Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литаратурин учителӗ Татьяна Леонтьева тата Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин радиовещанин аслӑ редакторӗ Валентина Белова ертсе пыраҫҫӗ.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 23-02-17, хушма номер – 138.
Нарӑс уйӑхӗн 26-28-мӗшӗсенче Мускавра тӑван чӗлхе учителӗсен педагогика ӑсталӑхӗн форумӗ иртнӗ. Унта 18 регионти 36 учитель хутшӑннӑ, ҫав шутра – Чӑваш Енри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем те.
Виҫӗ кунлӑх мероприятие педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗнче ҫӗнтернисем кайма тивӗҫнӗ. Пирӗн тӑрӑхрисенчен йышра ҫаксем пулнӑ: Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмри вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Алина Петрова, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимназири Елена Николаева, Шупашкарти сывлӑх енчен хавшакрах ачасен 2-мӗш шкулӗнчи Ираида Матьянова, Шупашкар районӗнчи Тренккассинчи Ираида Фомина, ЧР Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствин «Вӗрентӳ тата ачасене комплекслӑ пулӑшакан центрӗ» учрежденири Любовь Кудрявцева, Шупашкар районӗнчи Атайкассинчи шкулти Светлана Ефимова, Патӑрьел районӗнчи Патӑрьелти 2-мӗш вӑтам шкулти Галина Хлебникова.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.